Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче ӗнер Олег Николаев, Элтепер тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан, пултарулӑх ушкӑнӗсемпе тӗл пулчӗ. Тӗлпулӑва, «Патшалӑхӑн культура программине пурнӑҫлас ӗҫе пултарулӑх ушкӑнӗсем хутшӑнасси» ятпа ҫавра сӗтел пек ирттернӗскерне, Роза Лизакова культура министрӗ ертсе пычӗ.
Республикӑра пурӗ вунвиҫӗ пултарулӑх ушкӑнӗ шутланать. Вӗсен йышне ҫыравҫӑсен, художниксен, театр ӗҫченӗсен, композиторсен, артистсен тата кинематографсен ушкӑнӗсем кӗреҫҫӗ. Тӗлпулура кашни ушкӑнах сӑмах пачӗҫ — ертӳҫисем вара вӗсене мӗн пӑшӑрхантарни пирки каларӗҫ.
Пултарулӑх ушкӑнӗсене ытларах енӗпе укҫа-тенкӗ сахал пулни пӑшӑрхантарать. Патшалӑх структурисем кӗнекесем туянма пӑрахни, гонорар фончӗ ҫукки, пултарулӑх студийӗшӗн энергипе тивӗҫтерекен компанисем ҫутӑшӑн предприятисемпе тан тӳллетерни. Ӳнерҫӗсен пӗр ушкӑнне вара вӗсене пултарулӑх студийӗсене уйӑрса паманни пӑшӑрхантарать.
Тухса калаҫакансем чылайӑшӗ чӑваш культурине аталантармалли пирки каларӗҫ. Ҫав шутра чӑваш чӗлхине хистесе вӗрентмелле марри ҫинче чарӑнчӗҫ, кашни ҫынна унӑн чун хавалӗпе чӑвашлӑха туртмалла тесе каларӗҫ.
Чӑваш Республикин наци библиотеки Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалласа «Литературӑллӑ Чӑваш Ен: ҫӗрҫуллӑхри чи килӗшнӗ кӗнеке» вулав референдумне ирттерет.
Унӑн тӗллевӗ наци литературин чи паха тӗслӗхӗсене палӑртса анлӑ сарасси, вулакансен, вулавӑшсен хастарлӑхне ӳстересси. Референдум тапхӑрӗнче вулакансем «Чӑваш литературин ылтӑн ҫӳпҫи: вуламалли 100 кӗнеке» сайтра кӑмӑла кайнӑ кӗнекешӗн/хайлавшӑн сасӑлама пултараҫҫӗ. «Чӑваш литературин ылтӑн ҫӳпҫи» электронлӑ коллекцине 100 чӑваш ҫыравҫин чи пӗлтерӗшлӗ хайлавӗсене вырнаҫтарнӑ, вӑл шутра Констнтин Ивановӑн, Ҫеҫпӗл Мишшин, Петӗр Хусанкайӑн, Ухсай Яккӑвӗн, Геннадий Айхин, Ҫемен Элкерӗн, Юрий Сементерӗн, Хӗветер Уярӑн, Раиса Сарпин, Юхма Мишшин, Ева Лисинан тата ытти паллӑ ҫыравҫӑсен кенекисем. Пухӑма 18 ӗмӗр варринчен пуҫласа 21 ӗмӗр таран тӗрлӗ жанрпа ҫырнӑ илемлӗ литература, популярлӑ ӑслӑлӑх литератури кӗнӗ.
«Ҫӗрҫуллӑхри чи килӗшнӗ кӗнеке» ята чи нумай сасӑ пухнӑ хайлав тивӗҫӗ.
Чӑваш Ене республикӑн пӗрремӗш президенчӗ пулнӑ Николай Федоров килнӗ. Вӑл кунта килсен тӑван чӗлхе ыйтӑвӗ пирки те сӑмах хускатнӑ.
Николай Федоров Шупашкара килсен ЧР Наци вулавӑшӗнче пулса курнӑ. Николай Васильевич ҫитес вӑхӑтра тӑван чӗлхене вӗрентме, учебниксемпе преподавательсене хатӗрлеме хушма укҫа пулассине пӗлтернӗ. Ҫакна Конституцири тӳрлетӳ те, этнокультурӑна упрасси, тума хӗтӗртет.
«Хушма укҫа уйӑрса парӗҫ, хала ав ҫӗнӗ институт, тӑван чӗлхесене вӗренме тата аталанма пулӑшакан федераци фончӗ, туса хучӗҫ, ӑна эпӗ ертсе пыратӑп. Хальлӗхе унта пысӑках мар укҫа, 200 миллион тенке яхӑн», - тенӗ Николай Федоров.
Ҫулталӑкне ку тӗллевпе 2 миллиард тенке яхӑн уйӑрма палӑртаҫҫӗ.
2020 ҫулхи нарӑсӑн 27-мӗшӗнче Яндекс.Тӑлмач сервиса чӑваш чӗлхине кӗртнине халалласа «Чӑваш чӗлхи — тӗнче уҫҫи» хӑтлав иртӗ. Хӑтлав Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗн 1-мӗш хутри акт залӗнче пулӗ, пуҫламӑшӗ — 11 сехетре.
Хӑтлава ӑслӑлӑх, вӗренӳ, культура, хаҫат-журнал ӗҫченӗсене, общество хастарӗсене, чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн ыйтӑвӗсемпе кӑсӑкланакансене йыхравлатпӑр. Наци вулавӑшӗн адресӗ: Шупашкар, Ленин проспекчӗ, 15 ҫурт.
Пӗлме: Яндекс.Тӑлмачра чӑваш чӗлхине нарӑсӑн 1-мӗшӗнче хушнӑ. Ку ӗҫе пурнӑҫлама «Яндекс» компанин куҫару пайӗ, «Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ» ушкӑн, Чӑваш Республикин наци библиотеки, Чӑваш Республикин цифра аталанӑвӗпе информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерстви, «Хавал» пуҫару ушкӑнӗ тата ыттисем хутшӑннӑ. Яндекс.Тӑлмач урлӑ хальхи вӑхӑтра чӑвашларан 100 яхӑн чӗлхене куҫарма пулать, ҫӗре яхӑн чӗлхерен — чӑвашла.
«Чӑваш чӗлхи лабораторийӗн» ушкӑнне кӗрекенсем: Николай Плотников, Александр Антонов, Светлана Трофимова, Алина Иванова, Эрбина Портнова, Оксана Антонова тата ытти пулӑшуҫӑсем.
Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче паян Виталий Петрович Станьялӑн 80 ҫулхи юбилейне палӑртрӗҫ. Пӗрремӗш хутри акт залӗ туп-туллиехччӗ — паллӑ таврапӗлӳҫе, вӗрентекене, публициста тата ытти нумай енпе палӑрнӑ паллӑ общество хастарне саламлама нумайӑн пуҫтарӑннӑччӗ. Вӗсен йышӗнче Шупашкар район пуҫлӑхӗ Николай Хорасев, Чӑваш наци конгресӗн вице-президенчӗ Тимӗр Тяпкин, Виталий Петрович ҫуралнӑ Станьял тӑрӑхӗнчи тӑванӗсемпе пӗлӗшӗсем, пӗрле ӗҫленӗ ӗҫтешӗсем, вӗренекенӗсем тата ыттисем пулчӗҫ. Кашни Виталий Петровича ӑшшӑн саламларӗ, хӑйсене тӳрӗ ҫул ҫине тухма май туса панӑшӑн тав сӑмахӗ каларӗ.
Станьял Виталий Петрович 1940 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Станьял ялӗнче колхозник кил-йышӗнче ҫуралнӑ. Анат Кӗнер шкулӗнче вӑтам пӗлӳ илнӗ, Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче — аслӑ пӗлӳ. Виталий Петровичӑн ӗҫ кун-ҫулӗ «Коммунизм ялавӗ», «Советская Чувашия» хаҫат редакцийӗсенче, Чӑваш патшалӑх университетӗнче, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче, Чӑваш Республикин вӗренӳ институтӗнче иртнӗ. Вӑл филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, аслӑ шкул вӗрентӗвӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫлевҫи.
Чӳк уйӑхӗн 2-4-мӗшӗсенче Шупашкарта «Ӳнерсен каҫӗ» акци иртет. Ӑна Халӑх пӗрлӗхӗн кунне халаллӗҫ.
Тӗп мероприятисем ЧР Наци вулавӑшӗнче иртӗҫ. Чӳкӗн 2-мӗшӗнче ӳнер литературин пайӗнче Вырӑс драма театрӗн артисчӗсемпе Борис Кукинпа, Лариса Былинкинӑпа, Татьяна Яфановӑпа тата ЧР тава тивӗҫлӗ артисчӗпе Дмитрий Фадейчевпа тӗлпулу иртӗ.
Акцие хутшӑнакансем «Чӗрене юрӑпа тултарар» ятлӑ концерт курма пултарӗҫ. Докуметлӑ фильмсене юратакансем Виктор Чугаровӑн «Берлинран пуҫласа Париж таран куҫса ҫӳрени» ятлӑ ӗҫне курма пултарӗҫ.
Ҫавӑн пекех вулавӑшра пултарулӑх лапамӗсем, ӑсталӑх класӗсем пулӗҫ. Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче те мероприятисем иртӗҫ. Шупашкарти ӳнер училищине те ҫитсе курма май пулӗ.
Юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнче 10 сехетрен пуҫласа 11 сехет ҫурӑччен Шупашкарта ЧР Наци вулавӑшӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри экономика диктанчӗ иртӗ, вӑл «Вӑйлӑ экономика – чечекленекен Раҫҫей!» ятпа пулӗ.
Диктанта 10-11-мӗш классенче вӗренекенсем, студентсем, ахаль ҫынсем хутшӑнаяҫҫӗ. Диктант тестировани евӗр иртӗ.
Шкул ачисем, професси пӗлӗвӗ паракан организацисенче ӑс пухакансем, студентсем, аслӑраххисем диктанта тӗрлӗ аудиторире ҫырӗҫ.
Ҫак кун Наци вулавӑшне ҫитейместӗр-и? Апла диктанта онлайн-мелпе ҫырӑр. Юпан 9-мӗшӗнче 12 сехетрен пуҫласа 00.00 сехетчен экономика пӗлевне онлайн-мелпе тӗрӗслеме май пур. Ҫак каҫӑпа усӑ курмалла ҫеҫ: https://diktant.org/.
Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче паян «Ҫӑлтӑр витӗр ҫул курӑнать...» ятпа ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ иртрӗ. Ӑна чунҫӳревсем йӗркелеме пуҫланӑранпа 30 ҫул ҫитнине халалларӗҫ. Сӑмах май, ҫак ҫулҫӳревсене йӗркелекен Олег Цыпленков (Ултиар) хӑй те ӗнер юбилей палӑртрӗ — чӑвашлӑх анинче сахал мар тӑрӑшаканскер 60 ҫул тултарчӗ.
Олег Михайлович чунҫӳревсем мӗнле йӗркеленни пирки каласа пачӗ, ҫулҫӳревсенчи йӑласем епле ҫуралнисем ҫинчен. Енчен те малтан вӗсем Атӑлҫи Пӑлхарӑн авалхи хула вырӑнӗсем тӑрӑх кӑна ҫӳренӗ пулсан, юлашки ҫулсенче инҫете сахал мар кайса килнӗ — Туҫи Алтай, Азербайджанри Пӳлесӑвар, Дагестан, Хура тинӗс хӗрринчи Хӑнакур, Элиста, Тӑпӑл (Тобольск), Туркестан... Унсӑр пуҫне пирӗн республикӑн тулашӗнче вырнаҫнӑ Слакпуҫ, Ухинкел, Пӑртас, Ҫӑрттанлӑ чӑваш ялӗсенче пулнӑ. Украинӑри Остёр хулине те чунҫӳревҫӗсем кайса курнӑ.
Конференцире тухса калаҫакансем иртнӗ вӑхӑта аса илчӗҫ, чунҫӳревсем ырӑ енӗсене мухтарӗҫ. Тӑхтав вӑхӑтӗнче чунҫӳревсене хутшӑннӑ юрӑҫсем хӑйӗн пултарулӑхӗпе савӑнтарчӗҫ.
Ҫӗнтерӳ кунӗнче «Вилӗмсӗр полк» Раҫҫейри кашни хуларах иртнӗ. Ҫав шутра – Шупашкарта та.
Пӗлтӗр акцие 30 пин ытла ҫын хутшӑннӑ, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пулнӑ тӑванӗн портретне йӑтса утнӑ. Кӑҫал вара ҫын сахалрах пухӑннӑ – 22 пин ытла.
«Вилӗмсӗр полк» патриотлӑх акцийӗ Шупашкарта кӑҫалхипе ҫиччӗмӗш хут иртнӗ. Портретсем йӑтнӑ колонна Наци вулавӑшӗнчен пуҫласа Ленин проспекчӗпе, Хӗрлӗ лапампа утса Юханшыв порчӗ таран ҫитнӗ. Пӗтӗмпе – 2 ҫухрӑм ытла.
Сӑмах май, Шупашкарта 3125 ветеран (вӗсен йышне ветеранпа танлаштарнӑ ҫынсене те кӗртнӗ) пурӑнать.
Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче ӗнер, акан 22-мӗшӗнче «Чӑваш чӗлхин пӗрремӗш грамматики: XXI ӗмӗртен пӑхса хаклани» ятпа ҫавра сӗтел иртрӗ. Ӑна «Сочинения принадлежащие к грамматике чувашского языка» кӗнеке пичетленсе тухнӑранпа 250 ҫул ҫитнине халалласа йӗркеленӗ.
Тухса калаҫакансен йышӗнче гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ертсе пыракан ӗҫтешӗсем Геннадий Дегтярёвпа Виталий Родионов тата аслӑ ӑслӑлӑх ӗҫтешӗ Эдуард Лебедев, паллӑ ӑсчах Антер Хусанкай, кӗнеке палатин ӗҫченӗ Луиза Сергеева, вӗренӳ институчӗн доценчӗ Надежда Иванова, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Николай Егоров, Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп редакторӗ Николай Плотников пулчӗҫ. Вӗсем ҫак кӗнекен кун-ҫулне аса илчӗҫ, чӑваш чӗлхин пуласлӑхӗ пирки те сӑмах хускатрӗҫ. Сӑмахран, Николай Иванович чӑваш чӗлхине тимлӗх сахал уйӑрни пирки каларӗ. Унӑн ӳпкевне гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ тата пысӑк пукан йышӑнакан тӳре-шарасем тивӗҫрӗҫ. Николай Алексеевич Плотников вара Чӑваш чӗлхин лабораторийӗ малашлӑх валли мӗнле ӗҫсем туни ҫинче чарӑнса тӑчӗ.
«Сочинения принадлежащие к грамматике чувашского языка» Питӗрте 1769 ҫулта пичетленсе тухнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (31.03.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воробьёв Алексей Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Спиридонов Моисей Спиридонович, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |